Информационная справка

Примерный план недели родного

        Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКО Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе 2000-мӗш ҫултан уявлаҫҫӗ.

Кашни халӑхӑн чӗлхи хайне евӗрлӗ. Авал пӗр халӑха тепринчен чӗлхине пӑхса   уйӑрнӑ. Хӑйне кӑна тивӗҫлӗ чӗлхе пулмасан халӑха уйрӑм халӑх вырӑнне те хуман. Пӗр миллион ҫын калаҫакан чӗлхе аслӑ чӗлхе шутланать. Ҫавӑн пек чӗлхесен йышне чӑваш чӗлхи те кӗрет.

Чӗлхере халӑх кӑмӑлӗ, шухӑшӗ, туйӑмӗ, сӑнарлӑхӗ палӑрать. Тӑван чӗлхен ытти чӗлхене те хисеплет. Тӑван ҫӗр-шыва юратасси тӑван чӗлхерен, анне сӗчӗпе кӗнӗ чӗлхерен пуҫланать.

Тӑван чӗлхене лайӑх пӗлни те пӗр чӗлхене вӗренме, унӑн уйрӑмлӑхӗсене тӗплӗнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пӗлӳ туянма пулӑшать.  

Нарӑс уйӑхӗн 19-26-мӗшӗнче 53-мӗш №-лӗ шкулта Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа чӑваш чӗлхи эрни иртрӗ. Эрне хушшинче пирӗн шкулта тӗрлӗ мероприяти иртрӗ: уҫӑ уроксем, творчество конкурсӗсем, ҫулҫӳрев т. ыт. те.

         Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, кӗҫӗн класра вӗренекенсем хушшинче «Моя Чувашия-мой край родной» темӑпа конкурс иртрӗ. Вӗренекенсен хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне, туйӑмне, пултарулӑхне ӳкерчӗк урлӑ сӑнласа памалла пулнӑ.

                                                 

Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 7г класра (вӗрентекенӗ: Щербакова Н.Ю.) «Тӑван хуламӑр-Шупашкар», 5в класра (вӗрентекенӗ: Михайлова В.В.) «Шупашкар-тӑван хула» тата 2б класра (вӗрентекенӗ: Смирнова А.Л.) «Чебоксары-мой город родной» темӑсемпе уҫӑ уроксем ирттерчӗҫ.

Урокра вěрентекенсем тӗрлӗ технологисемпе усă курчӗҫ, ачасем вара - тӗрлӗ ӗҫсем пурнăҫларӗҫ. Сăмахран: пěчěк текстсем вуларěç; проблемăллă ыйтусем ҫине хуравларӗҫ; кластер, синквейн турӗҫ; динамикăллă ӳкерчӗксемпе ӗҫлерӗҫ т. ыт. те

Урокра пурте интересленсех ěçлерěç, лайăх паллăсем илме тивěçлě пулчěç. Урок пурне те килěшнине пěлтерсе вěрентекенсем те «5» паллăсем лартса ачасене хавхалантарчěç. Уроксем тухӑҫлӑ тата хаваслӑ иртрӗҫ.

                                                

Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 8- мӗш класра вӗренекенсем хушшинче « Чăваш ҫӗр-шывӗ» ҫулҫӳрев-конкурс иртрӗ. Ҫак ҫулҫӳревре ҫакăн пек станцисем пулчӗҫ: «Справка бюровĕ», «Мĕнле çитмелле?», «Архитекторсен шкулĕ», «Кивĕ альбом». Уйрăмах вӗренекенсене «Справка бюровĕ» тата «Архитекторсен шкулĕ» станцисем килӗрӗҫ. Ачасем пӗр-пӗрне ыйтусем пама пултарчӗҫ, диалог йӗркелерӗҫ, ҫӗнӗ сăмахсемпе усă курса ҫыхăуллă пуплеве аталантарчӗҫ.

                                                                         

25 февраля в 5в, 7г, 8в и в 9к прошли классные часы на тему «Сбережем родную речь», посвящённый Международному Дню родного языка.

Родными языками обучающиеся считают русский и чувашский языки. По мнению детей, как можно чаще нужно говорить на родных языках, знакомиться с его культурой и прошлым, изучать историю возникновения своего народа, ценить культурное наследие, традиции и обычаи.

                             

Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 5-мӗш классем хушшинче квест иртрӗ. Ҫак вӑйӑра ачасем тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫларӗҫ. Кунта калаҫӑва ӑнланни кӑна мар, грамматика вӑрттӑнлӑхне пӗлни те кирлӗ пулчӗ. 

 

                                                  

 

 

«Янра чăваш сăмахӗ», сăвă калакансен конкурсӗ иртрӗ. Конкурсра ачасем Ю.Сементер сăввисене вуларӗҫ.

 

                                 

Ака уйӑхӗн 19 –мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн шкулта тӑван чӗлхе эрни иртет. Мероприятисене чăваш ҫырулăхӗ 150 ҫул тултарнине тата чăваш чӗлхи кунне халалланă.  Уява тӗплӗн те тухӑҫлӑ ирттерес тесе шкулти чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем чылай тӑрӑшрӗҫ. Малтанах  вӗсем кашни кун мӗн ирттерессине план турӗҫ, унтан хӑйсен вӗренекенӗсемпе тӗрлӗ ӗҫсем ирттерме пуҫларӗҫ.                                                                                            

          Кашни учитель е уҫӑ урок, е мероприятии суйласа илчӗ. Кӗҫӗн классенче  «Моя Чувашия-мой край родной» ӳкерчӗксен конкурсӗ уҫӑлчӗ.

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ

20 апреля обучающиеся 5-8 классов приняли активное участие в концерте Чувашской государственной филармонии «Всему начало здесь, и я отсюда родом», посвящённой Году строительства оборонительных сооружений Сурского и Казанского рубежей.

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗ

        «Ку эсӗ, ман тӑван ҫӗр-шывӑм» темӑпа 6В класра Щербакова Надежда Юрьевна урок ирттерчӗ.

        Урок тӗллевӗ – тӑван ҫӗр-шыва юратма, упрама, унӑн мухтавлӑ ҫыннисемпе мӑнаҫланма вӗрентесси.

        Урок тăршшӗпех  ачасем пите активлă пулчӗҫ, тӗрлӗ ӗҫсем пурнăҫларӗҫ. «Атте-анне чӗлхине, тӑван халӑх историне, йӑли-йӗркине, юрри-ташшине, юмах-халапне манма парас марччӗ»,- тесе ҫирӗплетсе хăварчӗҫ вӗренекенсем. 

                                                                             

         Ака уйăхěн 21-мěшěнче 7Б тата 7Д классенче вěренекенсем И.Я.Яковлев хатěрленě чăваш алфавичěн историйěпе паллашрěç. Валентина Вячеславовна Михайлова вěрентекен, ачасене алфавита мěнле тума пуçлани, миçе хут улăштарса çěнетни,  çак ěçе тума И.Я.Яковлева камсем пулăшса пыни çинчен тěплěн ăнлантарса пачě. Презентаципе  паллашнă май, ачасем малтанхи алфавитсенчи сас паллисем мěнлерех пулнине курса ěненчěç. Ҫавăн пекех хăшпěр сăмахсене çав вăхăтра çырнă пек, хăйсем çырса, вуласа пăхма тăрăшрěç.

 Паян, ака уйăхěн 21-мěшěнче, 6г класра «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп…» темăпа уҫă урок иртрӗ.

      Урок тӑршшӗпе вӗренекенсем, Алина Леонидовна Смирнова вěрентекенпе, тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫларӗҫ: пусӑм   правилисене аса илчӗҫ, вулав тата ҫыру хӑнӑхтарӗвӗсене туса пычӗҫ. Паллах ачасем, сӑмах йышне  те ӳстерсе пычӗҫ. Асӑннӑ темӑпа интереслӗ калаҫу  та йӗркелерӗҫ.

21 апреля во 2 «б» классе состоялся открытый урок. Дети отправились   путешествие к временам года. Урок начался с фонетической разминки. Затем учащиеся повторили числительные. Также вспомнили цвета.

Отгадывали загадки про времена года, говорили об изменениях  в природе в течение года.

В конце урока дети с удовольствием раскрашивали рисунки весны, лета, осени, зимы.

 

Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗ

         С марта по 22 апреля 2021 года в Центре одаренных детей и молодёжи «Эткер» Минобразования Чувашии состоялся республиканский конкурс чтецов «Чӗрӗ сăмах»/ «Живое слово». Конкурс был посвящен Дню чувашского языка,  Сурскому и Казанскому рубежам, и представлял собой состязательное мероприятие по выразительному чтению отрывков из прозаических произведений на чувашском языке.

          Целью конкурса являлось пробуждение и развитие у обучающихся образовательных организаций интереса к национальному языку и литературе. Участниками конкурса стали обучающиеся 5-11 классов, всего приняло участие более 200 детей.

       Обучающиеся нашей школы  также приняли активное участие в данном конкурсе, из них Алексеев Егор, ученик 5 «е» класса, стал призером, прочитав произведение Михаила Юхмы «Ылтăн кӗнеке». Поздравляем Егора и его руководителя Смирнову Алину Леонидовну! Желаем им дальнейших творческих побед!

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗ

          6 А класра вӗренекенсем Чӑваш республики тӑрӑх ҫул ҫӳреве тухрӗҫ. Пӗрремӗш чарӑнура  хуласене аса илчӗҫ, унтан – «Юхан шывсем», «Чӑваш вӑрманӗ», «Паллӑ ҫынсем», «Халӑх сӑмахлӑхӗ»  чарӑнусем пулчӗҫ. Ачасем тӗрлӗ кӑсӑклӑ ӗҫсем туса урока пӗтӗмлетрӗҫ.

5В класра вĕренекенĕсем вара, чăваш чĕлхи урокĕнче,  И.Я.Яковлев  калавӗсемпе  паллашрĕç.

 

Урок вăйă еверлĕ иртрĕ.  Малтанах ачасем Яковлевăн «Выртмара» кĕнекинчи  кĕске калавӗсене  вуласа  ăнланчĕç, карточкăсемпе  ĕçлерĕç,  ÿкерчĕксем ӳкерчӗҫ. Урока  пӗтӗмлетсе кластерпа вĕçлерĕç. Вӗренекенсем  урокпа  кăмăллă  юлнине   пĕлтерчĕç.

                 Ака уйӑхӗн 23 – мӗшӗнче 9А класра « И.Я.Яковлев пурнӑçӗпе пултарулӑхӗ» темӑпа лекции урокӗ иртрӗ. Вӗрентекен ачасене  И.Я.Яковлевӑн пурнăҫӗ çинчен, чӑваш халӑхӗ умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçӗсем çинчен тӗплӗ каласа кӑтартрӗ. Вӗренкенсем тимлӗн итлесе ларчӗç, тӗрлӗ ыйтусем парса тивӗçлӗ хуравсем илчӗç. Урок пурне те килешрӗ.

 

                8 «в» класра вӗренекенсем 3 «д» класра квест-вăййи ирттерчӗҫ. Вăйă интереслӗ те тухăҫлă  иртрӗ. Ачасем хавхаланса тата тăрăшсах ӗҫлерӗҫ.

           Паян пирӗн шкулта Шупашкарти Чăваш академи драма театрӗн артисчӗсемпе тӗлпулу иртрӗ. Артистсем вӗренекенсене хăйсен пултарулăхӗпе паллаштарчӗҫ, ачасен ыйтăвӗсене хуравларӗҫ, спектакльсем курма йыхравларӗҫ.      

        Сегодня, ученики 2 «Б» класса, в рамках недели чувашского языка, посетили Чувашский академический драматический театр им. К.В.Иванова. Вместе  со своим классным руководителем Сорокиной И.В. дети были в восторге от выступления  артистов Горномарийского драматического театра. На сцене была исполнена сказка по мотивам Л.Филатова «Про Федота-стрельца удалого молодца».

                                  

          И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина ирттерет. Викторинăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем – вĕренекенсен тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне анлăлатасси, çамрăксене тăван халăхăн çыруллă, сăмах вĕççĕн çÿрекен культурипе паллаштарасси, тăван çĕре, патшалăха хисеплес туртăма аталантарма тата ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси, анне чĕлхи урлă вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси, ачасемпе çамрăксен чĕлхин сăмах пуянлăхне ÿстерме, ытарлăхĕпе сăнарлăх туйăмне аталантарма майсем туса парасси. Акӑ паян ҫак викторинӑна 7, 8, 9-мӗш классем хутшӑнма хапӑл турӗҫ, савӑнсах викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ. Ыранпа виҫмине вара 10-мӗшпе 11-мӗшсем те хутшӑнасса шанатпӑр, вӗсене ӑнӑҫу сунатпӑр.       

          Поздравляем Алексеева Егора, обучающегося 5 «Е» класса, Лауреата II степени в номинации «ПОЭЗИЯ», за исполнение стихотворения Ю. Сементера «Тăванлăх юрри» в Межрегиональном конкурсе художественного слова имени народной артистки СССР Веры Кузьминой.

           «Чӑваш халӑхӗн ҫӗр пин сӑмах», тенӗ  И.Я.Яковлев чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне палӑртса. Мӗн тери пуян та илемлӗ пирӗн тӑван чӗлхе! Тӑван чӗлхепе усӑ курса тӗрлӗ шухӑша палӑртма, илемлӗ ӳкерчӗксем ӳкерме, илемлӗ сӑвӑсем вулама  пулать.

          Пӗтӗмлетӳ туса ҫакна калама пулать. Ачасен тӑван чӑваш чӗлхине хисеплес, ӑна юратса вӗренес кӑмӑл-туйӑмӗ пӗтмен-ха. Вӗсем ҫакна уроксенче, мероприятисенче кӑтартса пачӗҫ. Маттурсем, 53-мӗш шкулта вӗренекенсем! Тавах Сире, чӑваш чӗлхине чунтан-вартан тӑрӑшса вӗрентекенсем!