В связи с объявлением 04 - 07 мая нерабочими днями произошли изменения в графике проведения Всероссийских проверочных работ и расписании промежуточной аттестации. 

График проведения ВПР для учащихся 6-8 классов с 26.04.2021.

Об изменении сроков промежуточной аттестации.

 

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗ

          6 А класра вӗренекенсем Чӑваш республики тӑрӑх ҫул ҫӳреве тухрӗҫ. Пӗрремӗш чарӑнура  хуласене аса илчӗҫ, унтан – «Юхан шывсем», «Чӑваш вӑрманӗ», «Паллӑ ҫынсем», «Халӑх сӑмахлӑхӗ»  чарӑнусем пулчӗҫ. Ачасем тӗрлӗ кӑсӑклӑ ӗҫсем туса урока пӗтӗмлетрӗҫ.

5В класра вĕренекенĕсем вара, чăваш чĕлхи урокĕнче,  И.Я.Яковлев  калавӗсемпе  паллашрĕç.

Урок вăйă еверлĕ иртрĕ.  Малтанах ачасем Яковлевăн «Выртмара» кĕнекинчи  кĕске калавӗсене  вуласа  ăнланчĕç, карточкăсемпе  ĕçлерĕç,  ÿкерчĕксем ӳкерчӗҫ. Урока  пӗтӗмлетсе кластерпа вĕçлерĕç. Вӗренекенсем  урокпа  кăмăллă  юлнине   пĕлтерчĕç.

                 Ака уйӑхӗн 23 – мӗшӗнче 9А класра « И.Я.Яковлев пурнӑçӗпе пултарулӑхӗ» темӑпа лекции урокӗ иртрӗ. Вӗрентекен ачасене  И.Я.Яковлевӑн пурнăҫӗ çинчен, чӑваш халӑхӗ умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçӗсем çинчен тӗплӗ каласа кӑтартрӗ. Вӗренкенсем тимлӗн итлесе ларчӗç, тӗрлӗ ыйтусем парса тивӗçлӗ хуравсем илчӗç. Урок пурне те килешрӗ.

 

                8 «в» класра вӗренекенсем 3 «д» класра квест-вăййи ирттерчӗҫ. Вăйă интереслӗ те тухăҫлă  иртрӗ. Ачасем хавхаланса тата тăрăшсах ӗҫлерӗҫ.

           Паян пирӗн шкулта Шупашкарти Чăваш академи драма театрӗн артисчӗсемпе тӗлпулу иртрӗ. Артистсем вӗренекенсене хăйсен пултарулăхӗпе паллаштарчӗҫ, ачасен ыйтăвӗсене хуравларӗҫ, спектакльсем курма йыхравларӗҫ.      

        Сегодня, ученики 2 «Б» класса, в рамках недели чувашского языка, посетили Чувашский академический драматический театр им. К.В.Иванова. Вместе  со своим классным руководителем Сорокиной И.В. дети были в восторге от выступления  артистов Горномарийского драматического театра. На сцене была исполнена сказка по мотивам Л.Филатова «Про Федота-стрельца удалого молодца».

                                  

          И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина ирттерет. Викторинăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем – вĕренекенсен тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне анлăлатасси, çамрăксене тăван халăхăн çыруллă, сăмах вĕççĕн çÿрекен культурипе паллаштарасси, тăван çĕре, патшалăха хисеплес туртăма аталантарма тата ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси, анне чĕлхи урлă вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси, ачасемпе çамрăксен чĕлхин сăмах пуянлăхне ÿстерме, ытарлăхĕпе сăнарлăх туйăмне аталантарма майсем туса парасси. Акӑ паян ҫак викторинӑна 7, 8, 9-мӗш классем хутшӑнма хапӑл турӗҫ, савӑнсах викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ. Ыранпа виҫмине вара 10-мӗшпе 11-мӗшсем те хутшӑнасса шанатпӑр, вӗсене ӑнӑҫу сунатпӑр.       

          Поздравляем Алексеева Егора, обучающегося 5 «Е» класса, Лауреата II степени в номинации «ПОЭЗИЯ», за исполнение стихотворения Ю. Сементера «Тăванлăх юрри» в Межрегиональном конкурсе художественного слова имени народной артистки СССР Веры Кузьминой.

           «Чӑваш халӑхӗн ҫӗр пин сӑмах», тенӗ  И.Я.Яковлев чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне палӑртса. Мӗн тери пуян та илемлӗ пирӗн тӑван чӗлхе! Тӑван чӗлхепе усӑ курса тӗрлӗ шухӑша палӑртма, илемлӗ ӳкерчӗксем ӳкерме, илемлӗ сӑвӑсем вулама  пулать.

          Пӗтӗмлетӳ туса ҫакна калама пулать. Ачасен тӑван чӑваш чӗлхине хисеплес, ӑна юратса вӗренес кӑмӑл-туйӑмӗ пӗтмен-ха. Вӗсем ҫакна уроксенче, мероприятисенче кӑтартса пачӗҫ. Маттурсем, 53-мӗш шкулта вӗренекенсем! Тавах Сире, чӑваш чӗлхине чунтан-вартан тӑрӑшса вӗрентекенсем!